Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисеп кĕнекине кĕртрĕмĕр

Хисеп кĕнекине кĕртрĕмĕр

Çемье — обществăн чи пысăк паха пайĕ.

Унăн пĕлтерĕшне мала хурса ЗАГС пайĕнче килĕшỹре, пĕр сăмахлăхра пурăнакан округри çемьесене чыслассине тăтăшах йĕркелетпĕр. Иртнĕ кунсенче пирĕн тĕпелте Тăрăмсем — Валерий Васильевичпа Светлана Александровна Кирилловсем пулчĕç. Вĕсем пурнăç çулĕпе алла-аллăн утма пуçлани 55 çул çитнĕ.

Валерий Васильевич хăйĕн пĕтĕм кун-çулне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. «Рассвет» хуçалăхра агроном, комплекслă бригада бригадирĕ, агроном-семеновод, 16 çул председатель пулса ĕçленĕ. РФ тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ паян та халăх хушшинче — ял старостин пĕрле канашламалли, тумалли тупăнсах тăрать.

Мăшăрĕ — Светлана Александровна — пирваях округри, ялти библиотекăсенче тăрăшнă. Ун хыççăн 33 çул Тăрăмри почта çыхăну уйрăмне ертсе пынă. Ĕçри тата обществăри хастарлăхшăн тивĕçнĕ наградăсем унăн чылай. Çапах та Кирилловсем чи пысăк чыс-сума хăйсен виçĕ ачипе, 5 мăнукĕпе тата 2 кĕçĕн мăнукĕпе çыхăнтараççĕ.

Сумлă мăшăр пĕрлехи пурнăç тапхăрне аса илчĕ, телей çăлкуçĕн вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, юбилярсем ЗАГСăн Хисеп кĕнеки çине алă пусрĕç.

Уявра çавăн пекех çамрăксем те пулчĕç. Елчĕкри Дениспа Елена Портновсене нумай ачаллă çемьен удостоверенине, Тăрăмри Федорпа Галина Волковсен, Элекçей Тимешри Сергейпа Лариса Плясуновсен çемйисене çĕр пайĕпе тивĕçтернине ĕнентерекен сертификатсем пачĕç.

Уява хутшăннисене округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Тăрăм тата Елчĕк территори пайĕсен начальникĕсем Людмила Смирновăпа Юрий Блинов саламларĕç.

Çирĕклĕ Шăхалĕнче 65 çул пĕрле пурăнакан Жуковскисене — Николай Васильевичпа Лидия Ильиничнăна килне çитсе чысларăмăр. Вĕсен пĕтĕм пурнăçĕ тăван ялĕпе çыхăннă: пĕр-пĕринпе паллашнă, çемьеленнĕ, ача-пăча çуратса ỹстернĕ, хуçалăхра вăй хунă. Вĕсен ячĕсене те ЗАГСăн Хисеп кĕнекине кĕртрĕмĕр.

Надежда БАЙМУШКИНА,
округ администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертỹçи.

Сăн ỹкерчĕкре: Валерипе Светлана Кирилловсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code